Василий Георгиевич Егоров ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитрӗ
Паллӑ совет тюркологӗн, филологи наукисен докторӗн , Чӑваш АССР наукин тава тивӗҫлӗ деятелӗн Василий Георгиевич Егоров профессорӑн наукӑри ӗҫӗсем чӑваш чӗлхе вӗрентӗвӗнче кӑна мар, пӗтӗм тюркологире тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ун пирки В. В. Виноградов академик ҫапла каланӑ: "В. Г. Егоров чӑваш чӗлхин историне тӗпчес енӗпе чи пултаруллӑ ученӑй, пионер шутланать. Унӑн ӗҫӗсем чӗлхе наукине те чылай пуянлатрӗҫ"...
Ученӑй ятне хамӑр ҫӗр-шывра та, урӑх ҫӗр- шывсенче те аван пӗлеҫҫӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче , паллӑ ентешӗмӗр ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитрӗ. Энтри Пасар вӑтам шкулӗнче В. Г. Егорова халалланӑ астӑвӑм урокӗ иртрӗ. Ял библиотекин ӗҫченӗ Л. В. Шикарева ачасене музейра упранакан материалсемпе паллаштарчӗ, Е. В. Митрофанова тӗпчевҫӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пачӗ.
В. Г. Егоровӑн ӗҫӗ-хӗлӗ, ҫутӑ сӑнарӗ тӑван чӗлхе тӗпчевҫисене ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тума хавхалантарать, вӗренекенсене те, вӗрентекенсене те пулӑшса пырать.
Список патне таврӑн